Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.3 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чечек (М. Удалов, XXIII пай)

Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.



Кӗтет хӑнасене Ишут.
Шутлать: «Килет барон фон-Айсберг —
Пулать, кӗтсе тӑр, тавлашу;
Пӗрне-пӗри ӑнланаймастпӑр:
Эп тӗрӗслетӗп, вӑл вӑлтать.
Ялан сӑмахӗ ун тӗтреллӗ,
Хӑш-пӗр чухне ытла етреллӗ,
Ҫапах урма ман ҫук сӑлтав.
Тата вӑл кӳнтелен: хӑй курнӑ
Ман мӑшкӑла, эп ӳкнине;
Пӗлет вӑл ман ҫине кам сурнӑ,
Пӗлет кам сиввӗн пӑхнине».

Сахал-и ӗмӗт тертлентернӗ, —
Пурнӑҫланман пирки, — ӑна...
Чӗнсен, килмесӗр тӗлӗнтернӗ
Хисеплӗ, тупӑшлӑ хӑна.
Паян килет. Нумай кӗттерчӗ.
«Тен, кӗттерме сӑлтав пур ун?»
Ишут килте тӗпӗртеттерчӗ —
Пуҫланчӗ вӗткеленчӗк кун:
Чылай вӑл уншӑн ӑшталаннӑ,
Кӗтсе илме те йышӑнма
Лаҫра ялан сӑра чашланӑ,
Юн сивӗнсессӗн, ӑшӑнма.

Пӑшӑрханать Ишут: «Килмерӗҫ, —
Ҫӳрет вӑл кайнӑ пек ӑнтан, —
Мӗнле сӑлтав-ши? Ӗлкӗрмерӗҫ
Каҫчен ҫитмешкӗн Хусантан».
Ишут кӗтет, кӗтет... Кун иртрӗ.
Кичем ӑна кӗтме ирччен.
«Мон шер ами!» Тинех, ак, ҫитрӗ.
«Барон, эс мӗншӗн пӗр-пӗччен,
Ма ыттисем пӗрле килмерӗҫ?
Тен, ютшӑнаҫҫӗ халь манран?»
Барон ал сулчӗ: «Ерӗҫмерӗҫ...
Пурне те калӑп-ха кайран».

...Барон фон-Айсберг шарламасӑр,
Ҫӳрет шур тӑрӑх Ишутпа.
Курать йӑлтах — мӗнле майпа
Хуҫи, хӑй кӑшт та тарламасӑр,
Чул ҫурт тӑвать, арман лартать,
Шура, ак, анлӑ пӗвеленӗ, —
Ку ӗҫ ял-йышшӑн чун иленӗ
Пулни пур тӗл те кӑтартать, —
«Сатрап, сатрап...» тет; шухӑшне
Халь ҫиеле вӑл кӑлармарӗ,
Анчах ҫынсен тарӑхӑвне
Тавҫӑраймасӑр пач тӑмарӗ.

Барон курать: Ишутӑн куҫӗ
Унран халь ыр сӑмах кӗтет.
Калаймӑн: «Ырӑлӑх ҫӑл куҫӗ,
Пӗр саншӑн халӑх хӗпӗртет».
Тупас пулать мӗн те пулсан.
Ырлать — кӳрентерме юрамӗ.
«Аван, аван, — тет вӑл кулса, —
Эп тӗлӗнетӗп. Кам хӑрамӗ
Сан пултарулӑхна курсан?
Анчах сыхлан, Ишут, пӗл, анчӑк
Ыр вӑхӑтра этемшӗн — шанчӑк,
Тӑшман та вилӗм вӑл, урсан.

Аристократи пурнӑҫне
Эс хӑвӑн ӑсунта ӳкернӗ,
Анчах сан ӗмӗтӳн вӗҫне
Курмастӑп эпӗ. «Чир-чӗр» ернӗ
Мӗскӗнлентернӗ халӑха:
Вӗсем пӗрне-пӗри пӑхса
Тытаҫҫӗ сенӗк, сӑнӑ, пуртӑ.
Ӑнлан, Ишут, эп тем те куртӑм
Ҫак ҫутӑ, анлӑ тӗнчере.
Пӗлетӗн, эпӗ хӗрхенместӗп,
Этемлӗхе ҫӑлас теместӗп,
Анчах ман хӗсӗнет чӗре.

Ну, юрӗ, юрӗ, ун ҫинчен
Паян калаҫмӑпӑр, ыр тусӑм.
Ҫук, ан ҫӳплетӗр манӑн утӑм
Хисеплӗ ҫыннӑн килӗнче.
Малтан ыйтса пӗлме хӑймарӑм,
Тин ҫех ас илнӗшӗн каҫар,
Кил, сан ҫинчен халь калаҫар.
Ӑҫта пулас илемлӗ арам?
Эс ун ҫинчен ман патӑма
Пит хӗмлӗн ҫырнӑччӗ. Ыйтатӑп,
Кӑтарт мана. Пӑшӑрханатӑп:
Юрать-ши умӗнче тӑма?»

Ишут хӑй ӑшӗнче шутларӗ,
Пӗлесшӗн тарӑн шухӑшларӗ:
Кулать-ши, тет, барон манран
Е кӗвӗҫет курайманран?
Калатчӗ ҫамрӑклах: «Фортуна,
Пӗлетӗп, маншӑн ҫуралман,
Ман шӑпама васкавлӑ тунӑ —
Телей чечекӗ ҫурӑлман».
Сӗм хӳтӗре юри ларса,
Ик ҫамрӑк сахал мар калаҫрӗҫ;
Ҫул тӑрӑх утрӗҫ, урлӑ каҫрӗҫ...
Асра кун юлчӗ палӑрса.

Хӗвел ансассӑнах лӑпланчӗ
Ялпа пӗрле курак, чана.
Ик ҫамрӑк тухрӗҫ пахчана.
Тин тӳрӗ калаҫу пуҫланчӗ.
«Ак халӗ, — тет барон, — сана
Хыпар эп хатӗр пӗлтермешкӗн.
Ку чӑн сӑмах: васкать илмешкӗн
Леш самозванец Хусана.
Пӗл, Пугачевӑн ҫыннисем
Улпутсене тытса ҫакаҫҫӗ,
Ҫӗрӗсене пӗр шай пайлаҫҫӗ.
Ҫакна эс тавҫӑрса илсем».

«Пӑлхав, пӗлетӗн, аслати пек:
Ҫитет, кӗрлет вӑл, йӗпетет.
Вара иртет, шӑй-шай пӗтет —
Каллех уяр, паллах тип-типӗ».
«Ишут, ӗҫ пысӑк, пархатарлӑ,
Ырламалла сана, анчах
Эс хӑтланнӑ ытла кӑварлӑ.
Шутлатӑп: «Пулмӗ-ши вучах?»
Иртмест пӗр кун та манӑн уссӑр —
Вӑй-хал ан пӗттӗр ман харам.
Пӗлетӗн: ҫын юлсан пӗр пуссӑр,
Ӑна никам памасть тарам».

«Ишут, сӑмахшӑн каламастӑп, —
Упкелеме ман ҫук сӑлтав.
Ӗҫе-пуҫа часрах тӑвас тӑк,
Ӑспа пырас пулать малта.
Курни, илтни — хӑрушӑ тӗслӗх,
Пӑлхав тума аван меслет.
Ҫын тарӑхсан алхасӗ, йӑслӗ.
Ӑна пӗлсе кӑна ӗҫлет.
Ку тӗслӗх — Пугачевӑн ӗҫӗ.
Ахаль пултармӗ тустарма.

Тухать вӑрӑ-хурахӑн вӗҫӗ,
Анчах май пур ун астарма».
«Пӗр чӗптӗм вӑхӑт ҫук ман, тусӑм,
Хыпарпала аппаланма.
Кашни ман утӑм патӑр усӑ.
Ку ман девиз. Ҫакна ан ман.
Эп ӑнӑҫсӑрлӑхпа вырхантӑм,
Анчах та сӳсленмен ман ӑс.
Эп хам ӑраскала ылхантӑм
Юлхавлӑн чупнӑшӑн — лӑс-лӑс.
Ман хаклӑ тусӑм, ан хӑра,
Ак, курӑн нимӗн те тӑваймӗҫ,
Сӑмах та калама хӑяймӗҫ —
Вӗсем пурте ман алӑра».


Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-06-10 15:47:07 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2638 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем